Muziekvideo

Юратап сана, тӑван
Юратап сана, тӑван bekijken op YouTube

Verschijnt in

Credits

AUSFÜHRENDE KÜNSTLER:INNEN
Алексей Иванов
Алексей Иванов
Künstler:in
KOMPOSITION UND LIEDTEXT
Павлов Александр Петрович
Songwriter:in
Юрату Альбина Васильевна
Songwriter:in

Songteksten

Эрешленĕ хапхуна,
Чĕнтĕрленĕ хапхуна
Эс часрах уçсам, тăван,
Хапал ту пире, паян…
Хĕпĕртенĕ чунупа,
Çунат хушнă чунупа
Ытала пире, тăван,
Эс пÿрте чĕнсем, тăван.
Юратап сана, тăван.
Эс пурришĕн тав чунтан.
Пултăр сывлăху аван,
Туслăн пурăнар ялан…
 
Эс лартсам кĕрекене
Йăл кулса хăнусене.
Калаçам чунтан, тăван,
Эс пуртан кун-çул аван.
Çăкăр-тăварпа сăйла,
Пирĕн сăрана ырла.
Кăмăл кăмăлтан тухать,
Эс пурри вай-хал парать.
Юратап сана, тăван.
Эс пурришĕн тав чунтан.
Пултăр сывлăху аван,
Туслăн пурăнар ялан…
 
Юнашар пырса эс лар,
Купăсна тăсса эс яр.
Пирĕнпе юрла, тăван,
Пирĕнпе ташла, тăван…
Юратап сана, тăван.
Эс пурришĕн тав чунтан.
Пултăр сывлăху аван,
Туслăн пурăнар ялан…
Written by: Павлов Александр Петрович, Юрату Альбина Васильевна
instagramSharePathic_arrow_out